« Çамрăк журналист» кружок ĕçлет

Шкулта 7-9 класра вĕренекенсем валли « Çамрăк журналист» кружок ĕçлет. Унта ачасем юратса çÿреççĕ, тĕрлĕ хайлавсем çырма вĕренеççĕ. Хайлавĕсене хăйсемех кăларса тăракан «Çамрăк журналист» хаçатра пичетлеççĕ. Хаçатăн 4 номерĕ тухнă та ĕнтĕ. Ăна кăлараканĕ 9 класра вĕренекен – «Тантăш» хаçатăн 2010 çулхи  лауреачĕ Аня Табакова.