«Тантăш» хаçатăн 2010 çулхи лауреачĕсене чысларĕç

Раштавăн 27-мĕшĕнче Шупашкарта трактор тăвакансен керменĕнче «Тантăш» хаçатăн 2010 çулхи лауреачĕсене чысларĕç. Тури Туçа шкулĕнчи 9 класра вĕренекен Аня Табакова та вĕсен хушшинче. Хаçатра Аньăн тĕрлĕ темăсемпе çырнă статйисемпе сăввисем тăтăшах пичетленеççĕ.