Эпĕ, Ардюкова-Мальцева, сирĕн шкулта ирттерекен тĕл пулу каçне кашни çулах хутшăнатăп. Çавна май тĕл пулăва çулленех тĕрлĕрен, интереслĕ, асра юлмалла ирттерни кăмăла каять. Çавăншăн тĕл пулăва йĕркелекенсене чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Коллективри мĕн пур педагогсене ĕçре ăнăçу, пуçарулăх, çемьере килĕшÿпе юрату, çирĕп сывлăх сунатăп.
1966 çулта шкул пĕтернĕскер, Кивĕ Ахпÿрт ялĕ.
Пирĕн класс ертÿçи Сугутский В.П. пулнă.
Çакăн пек тĕл пулусене чĕнĕр, пире манса ан кайăр. Чĕнсен килме лайăхрах. Пирĕн шкулăн пултарулăх пур, талантсем нумай, çитĕнĕвĕсем пысăк. Хаçатсенче хамăр шкул çинчен вуласан савăнатпăр. Хамăр чухне те çапла пулнă, халĕ те çавна малалла тăсăр.
Печникова-Журавлева Елена Ильинична, 1966 çулта шкул пĕтернĕскер, Упи ялĕ.
Çакăн пек тĕл пулусем пулсан питĕ лайăх. Эпĕ Канаш хулинче пурăнатăп. Çемье пысăк, ултă мăнук, лайăх пурăнатпăр.
Баранов Василий Филиппович, 1966 çулта шкул пĕтернĕскер.
Кăçал эпир шкул пĕтерни 45 çул тулать. Паян ирттерекен тĕл пулу питĕ кирлĕ. Вăл пире хамăр çамрăклăха тавăрчĕ. Пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе тĕл пулса иртнине аса илтĕмĕр. Пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă юлташа асăнтăмăр. Çулсем иртсе пыраççĕ. Пурте эпир пенсире. Кам халĕ те ĕçлет. Пурте ачисемпе мăнукĕсене ÿстерме пулăшаççĕ. Сывă пултăр учительсен ушкăнĕ. Вĕсем лайăх пĕлÿ параççĕ. Тăрăшуллисем пурте пысăк шкулсене вĕренме кĕрсе халăха кирлĕ çын пулса тăчĕç. Çитес тĕл пулуччен.
Сурков Михаил Петрович, 1966 çулта шкул пĕтернĕскер, юрист, отставкăри юстици подполковникĕ.
Пирĕн класс ертÿçи Кудрявцева М. П. пулнă. Эпĕ кашни чĕнмессерен пĕтĕм кăмăлтан тăван шкула курма килетĕп. Пĕрле вĕреннĕ тантăшсене курас тесе хаваспах тăван шкула çул тытатăп.
Çавăн пек пĕр- пĕринпе тĕл пулма май туса панăшăн чун-чĕререн тав тăватăп.
Виноградова- Яковлева Зинаида Георгиевна, 1968 çулта шкул пĕтернĕскер, Патăрьел ялĕ.
Шкул питĕ илемленсе кайнă. Ку шкула эпир çĕкленĕ. Вĕренсе пĕтернĕренпе ку шкулта пĕрремĕш хут. Йыхрав хучĕ илтĕм те килсе курас терĕм. Хамăр Шупашкарта пурăнатпăр. Тивĕçлĕ канура. Кирпĕч заводĕнче 60 çула çитиччен ĕçлерĕм. Тĕл пулăва мăшăрпа С.Г. Пригоршневпа килтĕм. Вăл та интересленсе кайрĕ те, пĕрле килтĕмĕр. Манăн мăшăр кунти çын мар. Дон казакĕ. Çавăн пек тĕл пулусем йĕркеленине ырлатăп çеç.
Павлова София Николаевна, 1967 çулта шкул пĕтернĕскер.
Эпĕ кун пек уява 2-мĕш хут килетĕп. Вунă çул каялла килнĕччĕ, пире ун чухне йыхрав хучĕ янăччĕ, те çавăнпа пĕрле вĕреннĕ юлташсем нумайччĕ. Кăçал эпир питĕ сахалăн, уншăн кăшт чун хурланать. Тав сăмахĕ калас килет уяв йĕркелекенсене. Эпĕ хаваспах килтĕм. Манăн уяв йĕркелекенсене сунас килет, малашне те, уяв тунă чух йыхрав хучĕ ярсан лайăхрах пулĕччĕ. Ырлăх-сывлăх пурне те, ăнăçу.
Плешкова-Терентьева Лидия Николаевна, 1981 çулта шкул пĕтернĕскер.
20 çул шкул пĕтерни, шкула пĕрремĕш хут килетĕп. 20 çул хушшинче шкул питĕ улшăннă, лайăх енне. Çакăн пек уявсем ирттермеллех тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен кун пек ятарласа килмесен, хальхи пурнăçра пуçтарăнса шкула килсе кайма питĕ йывăр.
Платонова Татьяна Анатольевна, 1991 çулта шкул пĕтернĕскер.
Çак тĕл пулăва тахçанах кĕтсе тăнă. Хăш-пĕр юлташсемпе чылай çул курман-çке. Эпир 31-ĕн шкултан вĕренсе пĕтертĕмĕр. Халĕ çак минута эпир кунта виççĕн кăна-ха. Ыттисем, кам килме пултарать, килеççех. Пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Тепĕр темиçе çултан татах та тĕл пуласчĕ-ха.
Быков Анатолий Алексеевич, Баринов Петр Алексеевич, 1964 çулта шкул пĕтернĕскерсем,
Комсомольски ялĕ, Канаш хули.
Эпĕ юратнă, манăçми Туçа шкулĕнчен 1965 çулта вĕренсе тухнă. Таçти, темле шкулта та пулса курма тÿр килчĕ пулин те хамăн тăван шкул пек çывăххи кураймарăм. Кун пек тĕл пулусене эпĕ шкул ачи чухне те кашни çулах ирттеретчĕç. Эп кашни выпускник çине ăмсанса пăхаттăм, вĕсем çавнашкал пысăк çынсем пулма пултарнинчен тĕлĕнеттĕм. Кам кăна пулман унта? Ученăйĕ, профессорĕ, министрĕ тата ытти те. Ăс-тăнпа питĕ пуян шкул пулнă Туçа шкулĕ, унта яланах пултаруллă, палăрнă учительсем ĕçленĕ. Эпир вĕсемпе паян кунчченех мухтанатпăр, пĕр çÿçенмесĕр «Эпир Туçа шкулĕнчен тухнă» тетпĕр.
Тĕл пулу пирки. Хам енчен илсен эпĕ çакăнта ялан ăнсăртран лекетĕп. Чĕнÿ ямаççĕ – килес килет. Эпир чухне çак мероприяти яланах февралĕн 2 –мĕшĕнче иртетчĕ, халь унăн кунне улăштарнă, пĕлмесĕрех юлатпăр.
Елена Ивановна Арланова, 1965 çулта шкул пĕтернĕскер, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Шупашкар хули.