Февралĕн 2-мĕшĕнче «Çамрăк журналист» кружокăн уçă занятийĕ иртрĕ. Кружок ертÿçи Табакова Мария Зиновьевна «Интервью» темăпа ирттернĕ вĕрентÿ ларăвне Туçа шкулĕн завучĕ Мулюков П.В., шкулти библиотекарьсем, секретарь итлесе сÿтсе яврĕç.
Интервью çинчен калаçнисĕр пуçне çак шкулта вĕреннĕ Вăрăм Палюк (В.Н. Рыбкин) çинчен кружока çÿрекенсем тунă презентаципе паллашрĕç, «Тантăш» хаçатăн 2010 çулхи лауреатĕнчен А. Табаковаран (9 кл.) интервью илчĕç.