Февралĕн 15-мĕшĕнче Вăтаел ялĕн уявĕ иртрĕ. Çак уяв православии тĕнĕнчи Сретени (тĕл пулу) праçникĕпе тÿр килет. Ăна 19 ĕмĕртенпех ялăн уяв кунĕ тесе палăртаççĕ.
Уява Вăтаел ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă ентешсем те килнĕ. Вĕсемпе те тĕл пулчĕç, пысăк концерт кăтартрĕç. Унта ял халăхĕпе пĕрле шкул ачисем те питĕ хастар хутшăнчĕç.