«Юратусăр пурнăç илемсĕр» конференци урокĕ

Тури Туçари вăтам шкулăн 9 класĕнче çак шкултах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Петровна Яковлева çырнă «Ир вĕçленнĕ юрату» хайлавĕ тăрăх «Юратусăр пурнăç илемсĕр» ятлă конференци урокĕ иртрĕ.

Урокра автор çинчен хатĕрленĕ презентацие пăхрĕç, унтан авторне В.П. Яковлевана хăйне сăмах пачĕç.

Ачасем те айккинче ахаль итлесе лармарĕç, юрату çинчен хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç, тĕрлĕ сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç.