Кашни çын вăл хăй тĕнче

Кашни çын вăл хăй тĕнче.

Çак ятпа Тури Туçари «Сар хĕвел» ача садикĕнче ĕçлекен Мулюкова Галина Васильевнăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Галина Васильевна пушă вăхăтра тĕрĕ тĕрлеме юратнипе палăрса тăнине ялта тахçанах пĕлеççĕ. Унăн тĕррисене тĕрлĕ выставкăсенче те курма пулать. Юлашки  вăхăтра вĕсем Алина хĕрĕпе вĕт шăрçасенчен пуканесене чăваш тумĕ тăхăнтартса сувенир хатĕрлес ĕçе тытăнчĕç. Мускава, юн çĕршывсем таранах сувенир-парне пама ыйтаççĕ.

Ал ĕç ăсти кăна мар,  сăмах ăсти пулнипе те палăрса тăрать иккен Галина Васильевна. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Яковлева В.П., Табакова М.З. пулăшнипе вăл  «Мăшăрăма» сăвă кĕнеки пичетлесе кăларма пултарчĕ. Хĕрарăмсен кунĕ умĕн ял халăхĕ, шкул ачисен умĕнче Галина Васильевна хăйĕн пултарулăх каçне ирттерчĕ.

Тĕл пулу сценарине Тури Туçари  библиотека заведующийĕсем  Кузнецова А.Ю., Глинкина А.В.  хатĕрленĕ.

Ача сачĕнче ĕçлекенсем хитре  юрăсем шăрантарчĕç, пĕчĕк шăпăрланĕсем вара хитре ташăсемпе савăнтарчĕç.

Галина Васильевна Мулюкова сăввисемпе Козловка Пăлакасси культура керменĕн ĕçченĕ Марина Михайлова юрă та кĕвĕленĕ иккен. Куракансем вĕсем юрланине тăвăллăн алă  çупса йышăнчĕç.

Фотоальбом