Творческий вечер Л.А. Карягина

Нумай чухне çынна медаль орденсен шучĕпе мар, çынра çынлăх нумай пулнипе хисепе хураççĕ. Кирек мĕнле йывăрлăхра  сана алă тăсса пама  хатĕр çын патне пурте туртăнаççĕ, ăна хисеплеççĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕри шăпах та пирĕн шкулта 31 çул хушши ачасене пĕлÿ паракан, сăвă-юрă хайлакан, ăслăлăхпа туслă, ырă та хаклă çыннăмăр Леонид Александрович Карягин. Çавăн пултарулăхне халалласа шкулта акан уйăхĕн 22-мĕшĕнче литература каçĕ иртрĕ. Уява шкулти ачасемпе пĕрлех ял çыннисем те хутшăнчĕç.

 

Фотографии