Творческий вечер учителя чувашского языка и литературы В.П. Яковлевой

     Çу уйăхĕн 20- мĕшĕнче Тури Туçа шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.П. Яковлеван 50 çулхи юбилейне халалласа пултарулăх каçĕ  иртрĕ.

     В.П. Яковлева шкулта 28 çул вăй хурать, Вĕрентÿ Министерствин Хисеп хучĕсемпе, «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа хакланă унăн ĕçне.

     Вăл республикăра – «Методическая  ярмарка: наша новая школа-2010», районта – «Самый классный классный-2009», «Лучший урок с использованием ИКТ», «Лучшая модель эффективного внедрения педтехнологии в образовательном учреждении» конкурссен призерĕ.

    Калавсем, хăйсен Вăтаел ялĕн историне çырать. Çавăн пекех, «Урок планĕсем», «Ачаран ыр çын ту!», «Чĕлхепе литература урокĕсенче ачасен пултарулăхне аталантарасси», «Ĕмĕр сакки  сарлака», «Пирĕн йăх» тата ытти кĕнеке-брошюрăсен авторĕ те.