«Бисероплетение» тата «Моя малая Родина» кружоксене çÿрекенсем Пăла шывĕ хĕрринче Çĕнĕ – 2012 çула кĕтсе илчĕç. Хĕл Мучипе ,(Тестов П.) Юр пикепе (Егорова Ю.) пĕрле ёлка тавра юрларĕç- ташларĕç. Юртан тĕрлĕ кĕлеткесем турĕç. Кăвайт çинче чей вĕретсе ĕçрĕç, тутлă кучченеçсемпе хăналанчĕç.