Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ теççĕ. Ку сăмахсем паянхи кун та хăйсен пĕлтерĕшне çухатман-ха.
Туçа шкулěнче «Вěтě шăрçа ăстисен» кружокě 2004 çултанпа ěçлет. Кружока çÿрекенсен пултарулăхěпе паллашманнисем пирěн таврара юлмарěç те пулě. Вěтě шăрçа тенěрен, мěн анчах ăсталамаççě унран ачасем? Пěрисем сулăсем, мăй çыххисем тăваççě, теприсем тěрлеççě, виççěмěшěсем пралук çине тăхăнтартса йывăçсем «ÿстереççě». Ачасем куракансене хăйсен ěçěсемпе ытларах шкулта иртекен тěрлě мероприятисенче паллаштараççě. Районта, республикăра иртекен конкурссене те хутшăнаççě. Вěсен пултарулăхěпе интересленни куçкěрет. Акă, Патăрьелěнчи «Евгения» ташă ушкăнěн ертÿçи ыйтнипе чăваш тěрриллě масмак, мăй çыххи тата ытти эрешсем туса панă. Ялти «Сар хěвел» ача садне парнеленě чăваш тумлă пукане хăй илемěпе илěртет. Шкулта тěрлě концертсенче ташлакан чиперккесен тумне те кружока çÿрекенсем ăсталанă япаласем сăн кěртеççě. Района килекен хăнасем валли те вěтě шăрçаран ăсталанă тухьяллă пуканесене хатěрлесе пама ыйтаççě.
Чи малтанах кружока çÿрен ачасем шкулпа та сывпуллашрěç ěнтě. Çав- çавах чун киленěçне манмаççě. Пěрле вěренкенсем валли тěрлěрен парнесем хатěрлеççě. Хăйсен пултарулăхěпе паллаштарма шкула та килсе çÿреççě. Аслă класа çÿрекенсенчен чи пултарулли вара А.Табакова. Вěренÿре те ěçре те маттур Аня. Çěнěрен çěнě эрешсем шухăшласа кăларса тěлěнтерет. Тěрлě конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.
Юлашки вăхăтра уйрăмах вěтě шăрçапа канва çине ÿкерчěксем тěрлесси вăй илсе пырать. Эпир те хамăрăн кружока çÿрекенсемпе пурнăçран юлас мар тетпěр. Канва çине ÿкерчěк хыççăн ÿкерчěк тěрлетпěр: йытă, хěрача, мультфильмрен, тěрлě кěнекерен илнě сăнарсем. Вěсене рамка ăшне вырнаçтаратпăр. Эрешсем ытармалла мар пулса тухаççě. Пěр-пěрин пултарулăхěнчен тěлěнетпěр.
Уявсем çинчен те манмастпăр. Акă, аннесен кунне йěп чикмелли пěчěк минтерсем хатěрлерěмěр. Пěр енне вěтě шăрçаран тěрлесе чăваш тěрри вырнаçтартăмăр.
Кружока çÿрекен ачасем пур çěре те ěлкěреççě. Спортра та маттур: тěрлě олимпиадăсемпе конференцисенче те хастар. Ал ěç тăвас ěçре те вăр-вар. 7 класри Т.Перепелкина, К.Виноградова, А.Чувайкина уйрăмах тăрăшуллă. Пуçланă ěçе вěçлемесěр чарăнмаççě. Ыттисем вара вěсенчен тěслěх илеççě.
Ачасем пурте пултаруллă. Çумра хавхалантарса, пулăшса тăракан пулсан вара татах та лайăх. Сăмахран, пěр-пěр эреш тума е тěрě ÿкерме хатěрленеççě пулсан, эпě педагог пулнă май яланах çумра, ÿкерчěкне канва çине майлаштарса, шăрçа тěсне (ача кăмăлне кура) палăртатăп. Вара ача тăрăшнипе асамлă ÿкерчěк «çуралать»? Улттăмěш класри А. Заплаткина кěске вăхăтрах виçě тěрě, А.Захарова - иккě , Е.Перепелкина икě тěрě тěрлеме пултарчěç. Чăн-чăн маçтăрсем тесе калас килет вěсене. Çавăн пекех улттăмěш класа çÿрекен В.Павлова, М.Сабаева, А.Герасимова, М.Софронова та ěçченлěхěпе палăрса тăраççě. Пиллěкмěшěнчи И.Ямалетдинова, В.Кузнецова вěсенчен вěренсе пыраççě.
Кăçалхи вěренÿ çулěнче кружока çÿрекенсен йышě татах та çěнелчě. 4-мěш класри А.Шашкина, З.Салмина, А.Никандрова, И.Глинкина, Викторияпа Валерия Николаевăсем пěр сиктермесěр çÿреççě. Виççěмěшне çÿрекен А.Бельдековапа А.Сугутскаяна та вěтě шăрçапа ěçлеме килěшет. Пěри вěсенчен пěчěк тěрěсем тěрлет, тепри мăй çыххи ăсталать.
Ачасем илеме курма, туйма мěн курнине хăйсен ěçěнче кăтартма тăрăшни, мана хушма пěлÿ паракан педагога хавхалану кÿрет. Ачасен ěçěпе ашшě-амăшě те интересленни татах та тăрăшуллăрах ěçлеме хистет.
А.Глинкина,
ачасене хушма пěлÿ паракан педагог,
кружок ертÿçи.