Пĕлĕт айĕнче вырнаçнă музейра

Патăрьел районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Йĕпреç салинче пĕлĕт айĕнче вырнаçнă этнографи музйĕнче пулса курчĕç. Музей пĕр гектар çурă çĕр йышăнать. Унта 19 ĕмĕрти, 20 ĕмĕрти 50-60 тата ĕмĕр вĕçĕнчи чăваш ялĕнчи кил-çурт таврашне сăнласа кăтартнă. Çулçÿреве пирĕн шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Çулçÿрев пурин кăмăлне те кайрĕ.

Фотосем