5 класра вĕренекен ачасем Йĕпреçри тÿпе айĕнчи этнографи музейĕнче

Йĕпреç çулĕ çăмăл çул пулчĕ пулас. Тури Туçа вăтам шкулĕн 5 класĕнче вĕренекен ачасем те Йĕпреçри тÿпе айĕнчи этнографи музейĕнче пулчĕç. 19 ĕмĕрти асаттесен ялне камăн çитсе курас килмĕ. Эпир вĕсен йăх-тĕпĕнчен-çке. Экскурси питĕ кăмăла кайрĕ  ачасене. Çула май Шурут ялĕнче вырнаçнă хĕрарăмсен мăнастирĕнче пулчĕç. Унти Турă амăшĕн хăватлă турăшĕпе паллашрĕç. Ачасем Георгий атте ятарласа ачасемшĕн вĕрентсе каланине итлерĕç. Юлашкинчен ачасем мăнастир апатне тутанса пăхрĕç.

фотосем