Ашшĕ-амăшсен пухăвĕ
22 октябрьте 5 класра вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшсен пухăвĕ пулчĕ. Пухăва вун пилĕк ачан ашшĕ-амăшĕ килнĕ. Тĕл пулура ачасен вĕренĕвĕ, кĕçĕн класран вăтам классене куçнă чухнехи йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕç. Çак куçăм тапхăрĕнче ачасене мĕнле пулăшма май пурри, мĕн асра тытмалли пирки канашларĕç. Пухура вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшсем пĕр шухăшлă пулни палăрчĕ. Çак йывăр тапхăрта ачасене тимлĕх ытларах уйăрмаллине палăртса хăварчĕç.