Ашшĕ-амăшсен иккĕмĕш пухăвĕ
Ку вĕренÿ çулĕнче 5 класра иккĕмĕш хут ашшĕ-амăшсен пухăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче вара ашшĕ-амăшсем 1 чĕрĕк итогĕсемпе паллашрĕç тата килти ĕçе пурнăçлани ачасен вĕренĕвĕ çине еплерех витĕм кÿни çинче чарăнса тăчĕç. Пĕрремĕш чĕрĕк итогĕсем тарăх Шашкин Саша, Шашкина Настя, Викăпа Лера Николаевасем, Киргизов Даниил, Глинкина Ирина "4" тата "5" паллăсемпе вĕçлени çинчен каларĕç. Çитес чĕрĕкре тăрăшарах вĕренмеллине палăртса хăварчĕç. Ашшĕ-амăшсем ачасем килти ĕçсене пурнăçланă чухне ытларах тимлĕх уйăрма кирли çинчен калаçрĕç. Пухура 16 ачан ашшĕ-амăшĕ тата Белков В.Д., Сейфетдинова Х.В., Мулюкова А.А. вĕрентекенсем хутшăнчĕç.