Шкул çуралнă кунне паллă турĕ

 Тури Туçа шкулĕ районти ватă шкулсенчен пĕри. Ăна 1840 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче хута янă. Паллах, 172 çулхи ĕмĕрĕнче  тăван шкул темиçе çĕр çынна пĕлÿ панă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Çак шкултан вĕренсе тухса кайнисемпе пĕрлех паянхи кун  шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем вара кашни çулах унăн çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Çулсерен çак кун шкулта самоуправлени кунĕ иртет. Шкулти вĕрентекенсен вырăнне ачасем йышăнаççĕ, уроксем параççĕ. Кăçал вара çак куна урăхларах ирттерме йышăнчĕç.  Шкул ачисемпе пĕрлех уроксене унччен çак шкулта ĕçленĕ ветеран учительсем те ирттерчĕç. Уроксем хыççăн пĕрлехи (виçĕ ăру)  педсовет иртрĕ. Ачасемпе ветерансем ирттернĕ уроксем вĕренекенсен кăмăлне кайрĕç. Малашне те çак йĕркене йăлана кĕртме сĕнчĕç.

Фотосем