Ача пахчинче хăнара
Шкулти пуканесен театрĕ "Сар хĕвел" ача пахчинче хăнара пулчĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕренекен ачасем "Ыр кăмăллăх" тата "Хĕрлĕ шапкаллă кашкăр" юмахсене ача садне çÿрекен ачасем патĕнче выляса пачĕç. Пĕчĕккисем вĕсене хапăлласах йышăнчĕç, ачасем вылянă юмахсемпе кăмăллă пулчĕç.