Фестиваль учителей чувашского языка и литературы

Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Сӑкӑтри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен Iӗш фестивалӗ пулса иртрӗ. Кунта районти вӗрентекенсем 5-10 классенче уçӑ уроксем пачӗç. Экспертсем пурин урокӗпе те кӑмӑллӑ юлчӗç. Павлова Н.И., Осипова Л.В., Мадюкова М.И., Сорокина Е.Ф. т.ыт.те  урокӗсем çӳллӗ шайра иртнине палӑртрӗç.

Унсӑр пуçне учительсен тепӗр ушкӑнӗ хӑйсем хатӗрленӗ методика кӑтартӑвӗсене хӳтӗлерӗç. Унта Яковлева В.П., Кулакова С.П., Перепелкина Е.С., Бабаева Е.М., Табакова М.И. ӗçӗсене пысӑк хак пачӗç.

Класс тулашӗнчи ӗçсенче Анюрова Е.В. тата Гаврилова А.Н. çитекенни пулмарӗ. ¨акӑн пек фестивальсем татах иртессе шанас килет.

¨ак фестивале хутшӑнса малти вырӑн йышӑнма пултарнӑ Яковлева Валентина Петровнӑна шкул коллективӗ саламлать. Малалла та ӑнӑçусем сунать.