Чÿкĕн çирĕм улттăмĕшĕнче Тури Туçари вăтам шкула çамрăк завучсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем паянхи методикăпа ирттерекен уроксенче пулса курчĕç. Аслă тата кĕçĕн классенчи тата сусăр ачасмпе ирттеркен уроксене пахаларĕç. Вĕсем пысăк шайра иртнине палăртрĕç.
Тури Туçари вăтам шкулта темиçе çул ĕнтĕ сусăрсемпе уйрамшарăн ĕçлеççĕ. Кăçал çакăн евĕрлĕ ачасемпе программăна кĕрсе шкул тĕрлĕ оборудованиллĕ пулчĕ. Завучсем çак методикёпа ĕçлекенсен ĕçне тишкерчĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Осипова урокĕнче пулса курчĕç. Надежда Николаевна Антип Николаев çырнă «Юрик асламăшĕ» калав тăрăх ирттернĕскер вĕсене питĕ килĕшрĕ.