«Сурхури, сурхури, пире кĕтме тухрǎр-и?, хапǎл туса чĕнтĕр-и?» - юрласа пырса кĕчĕç Тури Туçари вǎтам шкула «Сар хĕвел» ача садне çÿрекенсемпе вĕсен ертÿçисем.
Шкула çитиччен вĕсем хуçалǎх кантурĕнче, ял тǎрǎхĕн администрацийĕнче, çыхǎну уйрǎмĕнче тата ял тǎрǎхĕнче вырнаçнǎ лавккасенче пулчĕç, хǎйсен юрри-ташшипе иртен-çÿренсене савǎнтарчĕç.
Шкулта пĕчĕкскерсем сусǎр ачасене валли ятарласа хатĕрленĕ пÿлĕмре пулса курчĕç, кашнийĕ хǎйĕн вǎйлǎ сассипе Çĕнĕ Çул уявĕпе саламласа шǎнкǎр – шǎнкǎр шывǎн хумне çÿле хǎпартрĕç.
Уяв пурне те килĕшрĕ.