Чи илемлĕ ÿкерчĕк

Кашни ача – хǎй пĕр тĕнче. Вĕсем ÿкернĕ ÿкерчĕсем те çакнах кǎтартса пачĕç. Туçари вǎтам шкул тата ял библиотекинче «Тĕнче -  ачасен куçĕпе» ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ǎна Чǎваш Президенчĕ М.Игнатьев Чǎваш Республикинче Ĕç çыннин çулталǎкне халалланипе çыхǎнтарчĕç. Ачасен ĕçĕсем пĕри тепринчен илемлĕрех пулчĕç. Ял библиотекарĕ Алевтина Кузнецова пурнǎçра кашни професси кирлине , кашни çын хǎйĕн ĕçĕпе илемлĕ пулнине каласа пачĕ. Туçари вǎтам шкул библиотекарĕ Антонина Глинкина ачасене тǎрǎшса вĕренме , пурнǎçра тĕрĕс çул  суйласа илме ǎнǎçу сунчĕ.

Конкурса хутшǎннисене пурне те Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.