\
Çаварни çуни çăпла, ай пулать-и,
Пар ут кÿлмесерех, ай-шăвать-и ?
Çăварни хăни çапла ай пулать-и,
Пĕр юрламасăрах каять-и?
Çук, çук. Юрламасăр та ташламасар та камарĕс уява пухăннисем. Шкулпа ял çирĕп çыхăнура пулнăран çак уява та пĕрле ирттерчĕç туçасем. Çак кун хĕвеллĕ пулмарĕ пулин те ир-ирех шкул умĕнче ачасем алăпа туса хатĕрленĕ хĕвеле пăхтарчĕç, йывăçсене папкана ларнă пек туса ăсталаса шкул умне лартса хучĕç, чăн-чăн çуркунне-çăврни çитнине чăваш халăхĕн илмлĕ çăврани юррисем çирĕплетрĕç. Ачасем уроксенчен пушанса тухнă çĕре ашшĕ-амăшĕсемпе ял халăхĕ майĕпен шкул умне пухăнчĕ. Уява йĕркелекенсем вĕсене сĕтелсем çинче пăсланакан икерчĕсемпе тата сăмаварсенчи вĕри чейпе сăйларĕç. Туçа ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ К.Углев, вăтам шкул директорĕ П. Шашкин, ял старости А. Салмин уяв ячĕпе саламланă хыççăн чăн-чăн уяв пуçланчĕ. Уява хутшăннисем хăйсен вăйне тĕрлĕ вăйăсенче виçрĕç. Малтанах хăйсене «çăвăр» автансем тĕрĕслерĕç. Аслăраххисем кĕçĕннисене çăпата сырма вĕрентрĕс, каярах çăв çăпатасене кам инçерех ывăтассипе ăмартрĕç, михĕпе чупрĕç. Кашнийе пранеллĕ пулчĕ.
Уявăн «чи илемлĕ» пики йĕри тавра тăрса çăврани юррине шăрантарчĕç.Ун хыççăн ăна çунтарса ячĕç. Кашнийĕ чир-чĕр кайтăр тесе тĕрле япала пăрахрĕ.
Кăçал юр сахал пулнине пăхмасăрах туçасем аптăрса каймарĕç. Ялăн хастарĕ В.Остряков хайĕн янаварне кÿлсе уяв хăнисене урапапа ярăнтарчĕ. Пĕчĕккисенчен пуçласа пысăккисем таранах савăнчĕç вăл кÿлнĕ ут çинче.
Уяв сĕмне ял тăрăхĕнчи культура тата библиотека ĕçченĕсем те кÿчĕç.
Пухăннисене юрăсмпе савăнтарчĕç. Ял халăхĕ кăмăллă пулчĕç.