Хăнара - Надежда Юрпи

      Ака уйăхĕн  тăххăрмĕшĕнче Тури Туçари шкултан вĕренсе тухнă, паянхи кун хăйĕн хитре юррисемпе тыткăна илекен Надежда Юрпи юрăçăн концерчĕ  иртрĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Куракансем  тата Надьăна вĕрентсе  кăларнă учительсем  нумай ăшă сăмах каларĕç, ăнăçу сунчĕç.