Н.Ишентей "Çуралайман ача сасси" тата А.Варламов "Рождение" хайлавсем тăрăх ирттернĕ конференци

 

Ака уйǎхěн 19-мěшěнче шкулта Н.Ишентей «Çуралайман ача сасси» тата А.Варламов «Рождение» хайлавсем тǎрǎх конференци иртрě. Ǎна чǎваш чěлхипе литературине вěрентекен Яковлева В.П. ертсе пычě. Н.Ишентейшěн те, А.Варламовшǎн та пурнǎç – чи хаклǎ тупра. Çын çут тěнчене килесси – пысǎк вǎрттǎнлǎх. Ун тупсǎмне Турǎ çеç пěлет. Этемěн ǎна хǎй шутланǎ пек татса пама ирěк çук. Çемье ачашǎн çǎлǎнǎçпа тěрек те, тǎшман та пулма пултарать. Çылǎх ǎшне путнǎ, хǎй пепкине сутнǎ çын телей кураймастех. Çакǎн пек пěтěмлетÿ турěç конференцине хутшǎннǎ 8-11класс ачисем.