Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче шкулта «Янра, чăваш сасси» уяв иртрĕ. Уявра чаваш юрри-ташшисемпе пĕрлех чăваш çыравçисен сăввисем те янрарĕç. Пĕрремĕш класран пуçласа 11 класс ачисем таранах чăвашсен илемлĕ сăввисене сцене çине кăларма пултарнăшăн куракансем алă çупса саламларĕç.
Ытларах А. Кузнецов, О. Виноградова, Н.Сугутская, К. Кересев, Ю. Горшкова, З. Салмина, М. Софронова, А. Заплаткина, А. Бельдекова, А. Табаков, Е. Плешков вуланă сăвăсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Саламлатпăр вĕсене.