2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Унта кашни чǎваш чунлǎ çын хутшǎнчĕ. Ǎна Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Диктант текстне паллă чăваш çыравçи А. Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ. Пирĕн шкул вĕренекенĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ » акцие кǎмǎлтан хутшǎнчĕç. Çак акцие хутшǎнни чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслемелли мел пулса тǎрать. Диктанта çырма 44 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен 16 ача «5» паллă, 13 ача «4», 15 ача «3» паллă илчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, диктанта аван çырнă тесе пĕтĕмлетме пулать.