Туслăх эрни

«Туслăх эрнинче» 1-мĕш классем те активлă хутшăнчĕç. Малтанхи урокрах вĕсем Чăваш Республикин ялавĕ çинчен калаçу ирттерчĕç, ялава сăрласа илемлетрĕç. Чăваш Республикинчи пурăнакан халăхсем çинчен те калаçу пулчĕ. Вĕсен уявĕсемпе, йăли-йĕркипе паллашрĕç. Пуканесене вара чăваш тумĕсем хăйсемех тăхăнтартрĕç. Хĕрлĕ, сарă тĕссемпе вĕсем пуканесен кĕписем валли эрешсем тĕрлерĕç. Чăваш тумлă пикесемпе каччăсем пурне те килĕшрĕç.