Туçа тăрăхĕнче - тепĕр музей

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тури Туçа ял тăрăхĕнче тепĕр паллă событи пулса иртрĕ. Салмин Валерий Иванович хăйĕн килне республикăри, районти краеведсемпе ăсчахсене пухрĕ. Сăлтавĕ пысăк – хуçалăхĕнче ăс-хакăл музейĕ йĕркеленĕ вăл. Пухăннисем çĕнĕ музея пысăка хурса хакларĕç. Малалла хăнасем Тури Туçари вăтам шкулпа паллашрĕç. Кунти краеведени музейне кĕрсе курчĕç. Краеведсен ларăвĕнче Салмин Александр Николаевичпа Павлова Алевтина Александровна Кивĕ Ахпÿрт ялĕ çинчен хатĕрленĕ «Их имена прославили деревню» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Авторсен виççĕмĕш кĕнекинче те тăван ен историне тарăн çунатса панă, истори докуменчĕсем çине таянса çирĕплетни ăна тата сум парать.

Салмин В.И. та, Салмин А.Н. та халăх академикĕсен сумлă А. Айдакпа Н. Никольский медалĕсене парса чысларĕç.