Кĕнекесен куравĕ

Пирĕн ентеш, паллă проза ăсти Юлия Александровна Силем çуралнăранпа 65 çул çитнине халалласа Туçа шкул библиотекинче кĕнекесен куравĕ хатĕрленĕ. Унта Юлия Александровна çырнă кĕнекесем тата ун çинчен çырнă материалсем вырăн тупнă. Шкул библиотекарĕ А.В. Глинкина кĕçĕн класс ачисем  валли  çырнă «Тумлам», «Улмуççи» тата ытти калавĕсем тăрăх калаçу ирттерчĕ.