Пирĕн патра хăнара- Чăваш Патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ

Шкул – вĕренÿ çурчĕ анчах мар, илеме курма, ăна анланма пулăшакан вырăн та. Çакна шута илсе эпир тĕрлĕ енлĕ мелсемпе усă куратпăр. Творчество çыннисемпе тĕл-пулу ирттересси, сцена çинче хамăр пултарулăха аталантарасси – пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Акă, ноябрĕн 24-мĕшĕнче эпир Чăваш Патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсемпе тĕл-пулу ирттертĕмĕр. Вĕсен концерчĕ пире хамăр ăсталăха тата аталантарма, тăрăшарах вĕренме хавхалантарчĕ.

Концертри самантсем