Сурхури уявĕ

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче 2-5-мĕш класра вĕренекен ачасем  Сурхури уявне еплерех ирттернипе паллашрĕç. Чăвашсем ăна авалтанах уявлани çинчен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Яковлева В.П. ăнлантарса пачĕ. Вулавăш пÿлĕмне пуçтарăннă ачасем килтен пĕçерсе килнĕ йăвачасемпе пĕр-пĕрне хăналарĕç. Тĕрлĕрен вăйăсем вылярĕç, юмăç пăхрĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.