Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ! Паян «Мăн кун çитрĕ! Хатĕр-и?» курав уçăлчĕ. Чи малтанах çак курава Шашкина Валерияпа Шашкина Виктория ĕçĕсем илемлетрĕç. Вĕсем мăнкун çăмартисене тĕрлĕрен мелпе хатĕрленĕ: кунта çипрен çыхнисем те, тĕрĕпе илемлетнисем те, хутран касса кăларнисем те пур. Ытти ачасем те курава активлă хутшăнасса шанса тăратпăр!