Чăваш сăввисене вуларĕç

Акан 18-мĕшĕ. Ир-ирех шкулта чăваш кĕвви янăрарĕ. Шкулти линейкăра ачасем чăваш сăввисене пăхмасăр каларĕç. Эрнене хутшăнма, чăвашсен йăли-йĕркисемпе паллашма чĕнсе калакан сăвăсем вуларĕç.

Кам-ха, кам çак халăха пĕлмест:

Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,

Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,

Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет…

Пырса курăр – йăлт сирĕнпеле

Хатĕр эп тĕрĕслеме пĕрле.