Мăнкун çăмартисен куравĕнче

Акан 20-мĕшĕ. Мăнкуна хатĕрленетпĕр. Паян Мăнкун  çăмартисен куравне пĕтĕмлетрĕç. Каллех пуçламăш классем маттур пулчĕç. 5 класра вĕренекен Лерăпа Вика Шашкинасен ĕçĕ чи лайăххи пулнине пурте çирĕплетрĕç. Унсăр пуçне 1 класра вĕренекен Никитин Д., Солдатов Н., Коннова А., Мулюков К., Фадеев А.ĕçĕсем куракансен кăмăлне кайрĕç. 2 класра вĕренекен Нягина София тунă «Чĕпĕсем» композицине жюри пысăк хак пачĕ. 9 класра вĕренекен Салмина З. тата Николаева Л. вĕтĕ шăрçаран тунă мăнкун çăмартисем те хăйне кура ăсталанă ĕçсен шутне кĕнине çирĕплетрĕç куравра пулнисем.

Ÿкерчĕксем