Кĕтнĕ уяв çитрĕ

Тахçантанпах кĕтнĕ асамлă çуркунне çитрĕ. Пĕтĕм çут çанталăк, пĕтĕм тĕнче хĕллехи ыйхăран вăранать, савăнать. Тепĕр тесен савăнмалли сăлтав та пур пирĕн. Çуркунне çулталăкри чи пысăк уява, Мăнкун уявне, Христос вилĕмĕнчен чĕрĕлсе тăнине уявлатпăр. Çак уяв пирĕн шкулта чăваш чĕлхи эрнипе тÿр килчĕ. Çавăнпа та акан 21-мĕш кунĕнче шкулта «Чăн чĕрĕлнĕ» пултарулăх каçĕ иртрĕ. Уява Туçа прихут настоятелĕ Николай атте пачăшкă та килчĕ. Уява Иисус Христос чĕрĕлсе тăни çинчен калакан юрăсене юрларĕç, ташăсем ташларĕç. Пĕрремĕш класран пуçласа 11 класра вĕренекенсем пурте тенĕ пекех хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Уява ертсе пыракансем Ирина Захаровапа Александр Плечов пулчĕç.

Юлашкинчен Туçа чиркÿ настоятелĕ уявра пулнисене мăнкун çăмартипе кучченеçсем пачĕ.

Уявпа пурте кăмăллă юлчĕç.

 

Ÿкерчĕксем