Музей кунĕ

Майăн 18-мĕш кунне музейсен кунĕ тесе йышăннă. Çак кун тĕнчери пур музей та пĕр-пĕр темăпа экскурси йĕркелет.

Эпир çак куна “Тăван ен историпе культури кĕнекесемпе фильмсенче” темăпа ирттерме палăртрăмăр.

Музейăн библиотеки пуян. Утна 100 çул каялла тухна кĕнекесем, журналсем те упранаççĕ. Çавăнпа пĕрлех Ленин орденлă “Гвардеец” колхоз çинчен каласа паракан кĕнекесем те пур. Колхозĕ саланна пулин те хамăр тăрăхри ял халăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вуласа пĕлме, сăн ÿкерчĕксене пăхма кăсăклă. Колхоз историйĕ çинчен киносем те ÿкернĕ. Халĕ вĕсене интернетра та курма пулать.

Ссылкăсем кунта https://www.youtube.com/watch?v=pJwwoA2zLgs

                             https://www.youtube.com/watch?v=sdOWbO8Ifwc

                             https://www.youtube.com/watch?v=6Xmb-Ibe-cU