Экскурси-поход

Вĕренÿ çулĕн юлашки кунĕнче шкулĕпех тăван тавралăхри паллă историпе культура палăкĕсем патне экскурси-похода каясси йăлана кĕнĕ.

Кăçал похода 1917-мĕш çулхи революцисене халалласа тухрăмăр. Маршрут тăрăх чарăнусенче тăван тавралăхăн историпе культура палăкĕсем çинчен пĕлме кăсăклă пулчĕ. Стадион, садсен, XII –мĕш ĕмĕрти чул юпа, аэродром, мĕнле вăрттăнлăх упраççĕ?

Мĕншĕн Тимĕрле тенине, Чĕкĕрчек текен вырăн мĕне пĕлтернине Мулюков П.В. краевед ăнлантарса пачĕ.

Поход Кивĕ Ахпÿрт садĕнче вĕçленчĕ. Кунта ял хуторĕ пулнине пĕлтĕмĕр.

Поход туристсен чăрмавĕсене мĕнле иртмеллине паллаштарнипе тата хаваслă юрăсемпе вĕçленчĕ.

Фотосем