Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ

Юпа уйăхĕн  17-мĕшĕнче 5-мĕш класра вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулчĕ.  Пуху «Атьăр-ха, паллашар!» темăпа иртрĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх паллашнă хыççăн  шкул ачисене хумхантаракан тĕрлĕрен ыйтусене пăхса тухрăмăр:

1.     Шкул ачин мĕнле пулмалла?

2.     Дневниксемпе, электронлă дневниксемпе ĕçлесси.

3.     Ачасен вĕренĕвĕ.

4.     Ашшĕ-амăшĕсен комитетне суйласси.

 

   Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче  класс ертÿçи, тĕрлĕрен предметсемпе вĕрентекенсем тухса калаçрĕç, вĕрентÿ заместителĕ ачасен адаптаци вăхăчĕ пырать пулсассăн  та  лайăх вĕренмелли, ашшĕ-амăшсен килти ĕçсене тĕреслесех тăмалли , уроксене итлеме çÿремелли çинчен каласа хăварчĕ. Пуху хыççăн 5-мĕш класс ачисем пĕчĕк концерт лартса пачĕç.