Фестиваль «Лучший буктрейлер»

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Раççей вĕренÿ академийĕн академикĕ, энтопедагог Геннадий Никандрович Волков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Хавхалану» пултарулăх фествалĕ иртттерчĕ. Фестваль Шупашкар хулин Г.Н. Волков ячĕллĕ 62-мĕш вăтам шкулта иртрĕ.

Çак фестивальте «Лучший буктрейлер» (Геннадий Волков «Кил илемĕ») номинацие хутшăнса 10 класра вĕренекен Киргизов Даниил (проект авторĕ), Николаева Валерия (проекта хутшăнакан), (руководителĕ Яковлева Валентина Петровна) 2 вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Саламлатпăр вĕсене