Аннесен кунĕ

Кам пире ачашшăн, лăпкать пĕчĕкрен,

Чипер çын тăвасшан çунать чĕререн…

   Анне - çĕр çинчи чи йăваш та ачаш сăмах. Кашни ачашăн вăл-пурнăс тытăмĕ, чун ăшшийĕ, телейĕ. Ҫак уява нумаях пулмасть çеç уявлама пуçларĕç пулин те вӑл пурнӑçра хӑйĕн вырӑнне тупрĕ-тупрех. Çĕр-шывӑн кашни кĕтессинчех аннесен ячĕпе  тĕрлĕрен мероприятисем ирттересçĕ.

Тури Туçа шкулĕнче вĕренекенсем те çак уява кашни çулах паллӑ тӑваççĕ. Хальхинче чăваш чĕлхи учителĕ Н.Н.Осипова тата А.В. Глинкина, И.Г.Овечкина библиотекарьсем хатĕрленипе 5-мĕш класра вĕренекен ачасем «Аннесен кунне» халалласа  «Чи хаклă çын-анне» ятпа уяв ирттерчĕç. Уява пуçтарăннă аннесене ачасем анне çинчен калакан сăвă-юрăсем тыткăна илчĕс. Ю.Скворцов çырнă «Амаçури анне» хайлавăн пĕр пайне сценка туса выляса пачĕç. Çамрăк артистсем выляни амăшĕсене питĕ килĕшрĕ. Экран çине амăшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен пухса хатĕрленĕ слайд тухни те кăмăллă пулчĕ. Шкул директорĕ П.Г. Шашкин та пуçтарӑннисене ӑшшӑн саламларĕ.

Çавра сĕтел хушшинче  ачасем амăшĕсене хăйсем ăсталанă япаласене парнелерĕç. «Анне-хаклӑран та хаклӑ сӑмах. Ача ӑнланса калакан пĕрремĕш сӑмах та-«анне».Тĕп хуламӑрта та «Анне-управçӑ» палӑкĕ инçетрен мӑнаçлӑн курӑнса ларать. Волгоградри Мамаев курган çинчи палӑк та анне ячĕпех хисепленсе тӑрать… Упрас пулать пурнӑҫ парнелекен аннене»,- çакăн пек сăмахсемпе вĕçленчĕ  уяв кĕреки.

Сăн ÿкерчĕксем