«Сарпи вулавӗсем» пултарулӑх кунӗ

 

Тӑванӑмсем, сире телей сунатӑп!

Пырайччӑр ӗҫӗрсем ӑнса кал-кал!

Тӑванлӑхпа хевтеллӗн эп ҫунатӑп –

Кӳретӗр чӗрене сӳнми вӑй-хал.

 

   Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Сарпи вулавӗсем» пултарулӑх кунӗ иртрӗ. Хальхинче вăл Патӑрьелĕнчи «Çăкăр» музейĕнче иртрĕ.

  Сӑмах май, Раиса Сарпи - пирӗн ентеш. Вăл Патӑрьел районне кӗрекен Нӑрваш-Шӑхаль ялӗнче учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Кашни ҫулах поэтессăна халалласа районта «Сарпи вулавӗсем» иртеҫҫӗ. Шкул ачисем хушшинче сӑвва илемлӗ вулама пултаракан, ӑна чун-чӗрепе туйса, итлекен патне ҫитерме пӗлекенсем пур-ха. Сӑвӑ вӑл теприсемшӗн чун апачӗ те. Сӑвӑ вулакансен конкурсне 1-10-мӗш класс ачисем хутшӑнчӗҫ. Тури Туçари вăтам шкултан Жукова Анжеликăпа Павлова Анна 5 кл., Николаева Валерия 10 кл. вуланӑ сӑвӑсем итлекене тыткӑнларӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене Раиса Сарпи пурне те асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарчĕ.