Чăваш чĕлхи эрнинче Улькка Эльмен çырнă "Сарă кĕпе" повеçĕ тăрăх 7-10 классем хушшинче вулав конференцийĕ иртрĕ. «Сарă кĕпе» хайлаври ĕçсем хальхи пурнăçра пулса иртеççĕ. Вунпĕрмĕш класра вĕренекен Дашăн чĕрине кĕтмен çĕртен юрату çатăрласа илет. Уншăн савăнмалла пек кăна ĕнтĕ, анчах хĕре хăйсем чухăн пурăнни тарăхтарать.Темле майпа хăвăрт пуйнăçынсен ачисем сăпайлăскере пĕрмай ура хураççĕ, элек сараççĕ. Пысăк инкек килсе çапас хăрушлăх тухса тăрать...
"Пуянлăхра та, чухăнлăхра та çынлăха çухатмалла мар,"- тет автор. Тĕрлĕрен ыйту хускатрĕç вĕренекенсемпе вĕрентекенсем. Кашнийĕ хăйĕн шухăшне каларĕ.
Ольга Геннадьевнăна пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Хайлава аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă пулсан та çитĕннисене пырса тивекен ыйту та пайтах унта.
Пурнăçра пĕчĕк пулăмсем те пысăк инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. Темĕнле йывăр ыйтăва та татса пама май пур. Этемĕн пурнăçра виçĕ хуйхă пулать: чи çывăх çын вилни; сиплеме май çук чирпе чирлени; хăвăн хыççăн ăру хăварайманни. Ыттисемшĕн макăрса ларма кирлĕ мар, малалла талпăнмалла, йывăрлăхпа кĕрешмелле тесе вĕçлерĕç «Сарă кĕпе» повесть тăрăх йĕркеленĕ вулав конференцине.