Акан 24-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кăçал диктант тексчӗ валли чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнисенчен суйласа илнĕ.
Эпир те, Тури Туçари вăтам шкулта вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнтăмăр. Хамăр тăван чĕлхепе мĕнле тĕрĕс çырма пĕлнине тĕрĕслерĕмĕр. Акцие 40 –ĕн хутшăнчĕç. 11вĕренекен «5» паллă илме пултарчĕ. Вĕсем çаксем: Виноградова Алина -5 кл., Жукова Анжелика – 5 кл., Мулюкова Виктория -5 кл., Галкина Анна -7 кл., Горшкова Юлия – 7 кл., Быков Кирилл – 8 кл., Жукова Ольга – 9 кл., Маршев Кирилл -9 кл., Сугутская Анастасия – 9 кл., Немцева Анастасия – 9 кл., Перепелкина Наталия – 9 кл. Эпир вĕсене салсамлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр!