Ваттисен кунĕ

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – Ваттисен кунĕ, сумлă та пархатарлă уяв. Çак кун эпир хамăрăн аслă  ăрава хисепленине, сума сунине, вĕсене манманнине кăтартатпăр. Раççейре ку куна 1992 çултанпа уявлаççĕ.

Тури Тусари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн акт залне тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем пуçтарăнчĕç. Чи малтанах шкул директорĕ Петр Геннадьевич Шашкин ваттисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пурнăç çулĕпе малалла та хастаррăн утма çирĕп сывлăх, тулли телей, варăм ĕмĕр сунчĕ.  Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе Тури Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.А. Углев, Патăрьелĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн директорĕ А.А.Воробьева, Туçа ял халăх старости А.В. Салмина ăшă сăмахсем  каларĕç.

Хаклă хăнасене ачасем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Улттăмĕш  класс ачисем концерт кăтартса   ваттисене савăнтарчĕç. Ватăсем уйрăмах шкул ачисен саламĕпе кăмăллă пулчĕç.  Хăйсен мăнукĕсене ыттисем хушшинче курсан тата ытларах хĕпĕртерĕç ватăсем.  Пĕр-пĕрне чылайранпа курманскерсем, малалла ăшă калаçăва сĕтел хушшинче тăсрĕç. Хисеплесе çакăн пек уяв йĕркелесе ирттернĕшĕн пурне те тав турĕç ветерансем.

Сăнÿкерчĕксем