Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче 6-мĕш класра вĕренекен ачасем «Ӱссен эпĕ кам пулатăп?» темăпа класс сехечĕ ирттерчĕç. Тĕрлĕрен професси ĕçĕсемпе паллашрĕç, паллашнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç. Ачасем тухтăр, дизайнер, учитель, машинист, тракторист, лётчик пулма ĕмĕтленеççĕ, анчах та паянхи пурнăçра контракт мелĕпе çĕршыва сыхлакан çын та професси шутланать иккен. Çак професси çинчен каласа пама контракт мелĕпе çар тивĕçне пунăçлакан, Сири çĕрĕ çинче чылай вăхăт пулса килнĕ Туçа шкулĕн выпускникне Костя Осипова тĕл пулăва чĕнчĕç.
«Ӱссен эпĕ салтак пулăп- тесе мĕн пĕчĕкренех каланă эпĕ»- тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне пирĕн выпускник. - Хамăн ват асатте пек, тете пек, атте пек Тăван çĕр-шыва тăшмансенчен хÿтĕлĕп. Салтак вăл çĕр-шыв чиккине сыхлать, мирлĕ пурнăç пултăр тесе тăрăшать. Вăл питĕ кирлĕ ĕç. Салтак пулмасан пирĕн çĕршывран нимĕн те юлмĕ. Ҫавăнпа та çар çыннисен ĕç укçи те пысăк, вĕсене хваттер те параççĕ. Анчах çар çынни пулмашкăн питĕ хытă тăрăшмалла. Салтака вăйсăр, чирлĕ, каччăсене илмеççĕ. Салтак пулас тесен ăслă, вайлă, çирĕп сывлăхлă пулмалла. Ҫавăнпа та салтак пулма ачаранах хатĕрленмелле».Чылай вăхат хушши ют çĕр-шывра -Сири çĕрĕ çинче службăра тăнă хыççăн мĕн тери Чăваш çĕрĕшĕн, тăван чĕлхешĕн, атте-аннешĕн тунсăханине каларĕ салтак. Çавăнпа та ăçта пулсан та пирĕн çĕр-шыв пек лайăххи ниçта та çуккине, атте-аннерен, тăван кĕтесрен хакли никам та çук тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне. Юлашкинчен салтак ачасене ют çер-шывран илсе килнĕ парнесене пачĕ. Тĕлпулу пурне те килĕшрĕ.