Чÿк уйăхĕн 16-мĕш кунĕнче Пĕтĕм тĕнчере Толерантность кунне паллă тăваççĕ. Тури Туçари пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 6-мĕш класс ачисем та çак куна халалланă класс сехечĕ ирттерчĕç. Класс ертÿçи «Час доброты», "Толерантность к себе и другим» темăсем çинчен калаçрĕ. Доска çинче ÿкернĕ «Россия – наш общий дом» ÿкерчĕк конкурсне те ачасем хаваспах хутшăнчĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Пур ача та активлă хутшăнчĕ. Çак толерантность кунĕнче эпир хамăр пĕлĕве чылай пуянлатрăмăр. Пĕр-пĕрне хисеплемеллине, пĕр-пĕрин патне тÿсĕмлĕрех те чăтăмлăрах пулмаллине ăша хыврăмăр.