«Вĕрен! Вĕрен! Вĕрен!» — текен
Хĕвел чунлă Вĕрентекен.
Пуçа тайса сан умăнта,
Сана мухтасшăн эп чунтан.
Ачасене вĕрентесси – турă панă професси теççĕ. Çак ĕçре вăй хуракансен пепкен шалти туйăмне ăнланма пĕлни кирлĕ. Шăпах çакăн пек çынсем манăн пĕрремĕш вĕрентекенсем. Сăмах Козловка-Пăлакасси ялĕнче пурăнакан Зоя Александровнăпа Арсентий Иванович Хитровсем пирки пырать. Мана пурнăç çулĕ çине тăма пулăшакансем Козловка-Пăлакасси ялĕн сумлă çыннисем. Паянхи кун тивĕçлĕ канура. Нумаях пулмасть вĕсен юбилей кунĕсем иртсе кайрĕç, çав куна халалласа Культура çуртĕнче пултарулăх каçĕ иртрĕ. Тури Туçари вăтам шкулта чылай çул ĕçленĕ Арсентий Ивановича саламлама шкул коллективĕ те айккинче тăрса юлмарĕ.
«Вĕсем паллакан çынна тĕл пулсан сывлăх сунмасăр, ĕç-хĕл, пурнăç çинчен ыйтса пĕлмесĕр иртмеççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче палламан çын та сахал пулĕ весене. Ваттипе - ватăлла, çамрăкпа - çамрăкла, ачапа ачалла пулма пĕлеççĕ »,-тесе каларĕç юбилярсем çинчен.Сăмах май каласан Арсентий Иванович чăваш чĕлхи урокĕсене кăна мар, музыка урокĕсене те вĕрентнĕ, паянхи кун та çулсене пăхмасăр сăвăсем çырса илемлĕ кĕвĕсем шăрантарать. Юбилярсене саламласа нумай ăшă сăмахсем каларĕç. Эпир те вĕсене сывлăх, пысăк телей, канлĕ ватлăх сунатпăр.