Савăнса кĕтсе илетпĕр
Аннесен уяв кунне,
Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр
Парнине те саламне.
Вĕсене халь чыс тăватпăр,
Парнелетпĕр чечексем,
Ыр сунса сăмах калатпăр,
– Сывă пулччăр аннесем!
Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕ - Аннесен кунĕ. Ырă кăмăллă аннесем, ăшпиллĕ асаннесемпе кукамайсем, сире Аннесен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн тухакан çĕр çинчи чи ырă, ăшă, çепĕç сăмахсемпе саламлатпăр! Пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей тата юрату сунатпăр. Аннесен кунне ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, тӗрлӗ сӑвӑ-юрӑ, парнесем хатĕрлеҫҫӗ. Уява хатӗрленсе 6-мĕш класра вĕренекенсем те амӑшӗсем валли уяв чечекĕсем хатĕрлерĕҫ. Хӑйсен амӑшĕсене мĕнле хытӑ юратнине, хисепленине чунран тухакан ӑшӑ сӑмахсем каласа парнелерĕҫ.