Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Тури Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, 6-мĕш класра вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Пурĕ пухăва 12- ашшĕ-амăшĕнчен 8 килчĕç. Кун йĕркине виçĕ ыйту кĕртнĕ:
1. Пĕрремĕш чĕрĕкĕн кăтартăвĕсем
2. Шкул столовăйĕнче апат çиесси
3. Ашшĕ-амăшĕсен комитетне суйласси
Класс ертÿçи, Надежда Николаевна, пухăва пуçтарăннисене вĕренÿн пĕрремĕш чĕрĕкĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çулпа танлаштарсан ачасен вĕренÿ шайĕ чакни пирки каларĕ. Ашшĕ-амăшĕн ачисене вĕрентме пулăшмаллах. Шкулта вĕренесси палăрмаллах йывăрланчĕ. Вĕренÿ çине вăйлăрах пăхмалли, ачасене киле панă ĕçсене тĕрĕслемелли пирки каласа хăварчĕ. Çавăн пекех шкул столовăйĕнче 2 хутчен апатлантарни çинчен пĕлтерчĕ. Ашшĕ-амăшĕсен комитетне суйласа хăварса ачасем валли Çĕнĕ çул парнисем илесси пирки ыйту хускатрĕ.
Тĕрлĕ предметпа вĕрентекенсем тухса калаçрĕç. Кашни вĕрентекен ачасене тăрăшса вĕренме сунчĕ. «Ачан пĕлĕвĕ ÿстĕр тесен ашшĕ-амăшĕсене те ачасемпе ытларах вĕренсе лармалли пирки каларĕç, урокра уйăрса панă вăхăтпа пурне те туса ĕлкĕрейместĕн, çавăнпа та килти ĕçсене вăхăтра туса килсен тата хăйсен тĕллĕн вуласа вĕренсе ларсан ача вĕренÿре ĕлкĕрсе пырĕ»- терĕç.
«Шкулта ачана вĕренмелли пĕтĕм услови пур, вĕрентекенсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, категориллĕ. Ачасене тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ. Шкулĕ ăшă, çутă, таса, тутлă çитереççĕ»- тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахĕсене Мулюков П.В., вĕренÿ енĕпе ĕçлекен директор çумĕ.