Туçари музей-архива - Çĕпĕртен парне

ТУРИ ТУÇАРИ Валерий Салмин хисеплĕ таврапĕлỹçĕ хăйĕн хастарлăхĕпе çурт таврашĕнче уçнă Андриян Николаев летчик-космонавт ячĕпе хисепленекен Шуршăлти музейĕн обществăлла филиалĕ паха экспонатсемпе, литературăпа пуянлансах пырать. Ку тĕлĕшпе автор хăй те ырми-канми тăрăшать, экскурсие килекенсене кăсăклантармалли çĕнĕ материалсене тупсах тăрать. Тăрăшакана вара Турă та пулăшать темелле.

Çак кунсенче Валерий Ивановича почта çыхăнăвĕ урлă посылка çитнĕ. Çĕпĕрте пурăнакан физикăпа математика наукисен кандидачĕ, аслă наука сотрудникĕ Александр Ильич Максимов You Tube урлă Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи архив-музей пирки ỹкернĕ фильмсене курнă-мĕн. Ун хыççăн чăтса тăрайман чăваш арĕ, музейĕн фондне пуянлатма хăй çырнă алă туни хулăнăш паха литература ярса панă. "Восхождение к звездам" кĕнекере автор ракета техникипе космонавтикăн кĕске историне каласа парать.

Валерий Иванович парнешĕн кăмăлтан савăннă çеç мар, А. Максимов ячĕпе Çĕпĕре тав телеграммине те вĕçтернĕ.